Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXXX пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Хӗвел анать, тӳпе хӗрелчӗ —
Ӗнеҫҫӗ пӗлӗт таткисем.
Ҫил иртнӗ куншӑн сӳрӗкленчӗ,
Нӳрленчӗ вӑйсӑррӑн вӗрсе.
Вӑрман, уҫланкӑ, вӑрттӑн вырӑн...
Ишут кунта. Тусне кӗтет.
Барон та ҫитрӗ. Хурлӑ хурӑн
Тӑрать ав. Тен, вӑл ӳкӗтлет?
Анчах сӑмах... Сӑмах вал хытӑ —
Улӑштарма памасть йӑла.
«Ҫук, ҫук, ан пурӑнтӑр ҫав йытӑ».
Хӑйне тытма ҫыртать шӑла.

«Барон, тӳрккес эс, пит хисеплӗ,
Анчах та тыткӑна халь лекнӗ
Самантлӑх ырӑ тимлӗхе,
Манса чӑн-чӑн илемлӗхе.
Илемлӗх, юрату — шур пӗлӗт:
Куҫ умӗнчех вӑл ирӗлет.
Ун туйӑмӗ — ултавлӑ тӗлӗк:
Кӗҫ вӑранатӑн — сирӗлет.
Пӗл, юратни пустуй, айванлӑх;
Сӳслентерет ӑса, чуна.
Ҫынна парать вӑй курайманлӑх,
Ҫав ҫеҫ тӗреклетет ӑна.

Эс ӗмӗтленнине пӗлетӗп,
Пултараймастӑн лӑпланма,
Паян сан шухӑшна питлетӗп,
Анчах та хатӗр каҫарма
Сана, эс тивӗҫе пӑхмасӑр,
Ҫӗре усалшӑн ӳкнине,
Мана пӗр пӗрчӗ шутламасӑр,
Кая хурса пӳкленине.
Барон, ӗнен мана, персессӗн,
Сая каймасть, асту, етре,
Ахаль кутӑнланса хӗрсессӗн,
Чуну пулать кӗҫ пӗлӗтре».

«Мерси. Калаймӑн: «Ку ҫын чунсӑр».
Анчах пуплев — ӗсӗклени:
Суя вӑл; ӑс пани: те сумсӑр —
Пуш бокала ҫеҫ ҫӗклени.
Тӗлӗнтеретӗн эс мана.
Апла, ыйтсассӑн, каҫаратӑн?
Ҫук, ҫук, ыр ятӑма ҫаратӑн,
Анчах илеймӗн ӑс-тӑна.
Кунта ӑспа эп аталантӑм,
Ӑна вӗҫлет ҫак тӗл пулу.
Ухтеров, халь сана ӑнлантӑм:
Ытла телейсӗр сан куллу».

Ик тӗнче курӑм хӗреслерӗҫ
Хӗҫӗсене — кая ҫул ҫук.
Телейпеле шӑпа вӗҫлерӗҫ
Вӗсен ӗҫне... Таҫта куккук
Такамшӑн вӑхӑтне шутларӗ,
Пӗлмесӗр хурлӑ сехете.
Тен, вӑл салхуллӑн йыхравларӗ
Хура та выҫӑ сехмете.
«Пулатчӗ савнӑҫ кӑкӑрта,
Юлсан Гаврилӑн паттӑр чунӗ.
Ах, хурлӑх чӗреме хӑртать;
Куратӑп: сан ҫинче ун юнӗ».

«Ого, фон-Айсберг, интереслӗ!
Ман тус — чи ҫывӑхри тӑшман?
Выртманччӗ-ҫке ҫулсем хӗреслӗ,
Пулман ку кулӑш тӑтӑш ман.
Мон шер ами, эп йӑлӑнатӑп,
Ман чӗрене эс ан амант».
«Мӗнле ку мӑшкӑл! Ӑнланмастӑп...
Мӗнле актер, комедиант?»
«Ҫитет! Эп куртӑм куҫ тулли!»
Йӑсларӗ шӑппӑн: «Нет так нет...»
Ишутӑн шеллемен алли
Пеме ҫӗклерӗ пистолет.

Ӑна хаярлӑхӗ касать,
Вӑл шухӑшне халь тивӗҫтерӗ.
Кӗҫ ҫавӑнпа ӗҫе вӗҫлерӗ,
Пӗр хӗрхенмесӗр, васкаса.
Пӑшал пени инҫе каймасӑр,
Сас пачӗ, сӗмсӗр витлесе,
Юманлӑх хускалма хӑймасӑр,
Салхуллӑн тӑчӗ итлесе.
Самант баронӗн ӗмӗр иртрӗ,
Вӗҫленчӗ пурнӑҫ ҫакӑнпа.
Яланлӑха ӑна кун витрӗ
Хура, тӗм-тӗттӗм саванпа.

...Хӗвел анать; сӑрсем те хухрӗҫ...
Ак ҫывӑхра хартлатрӗ ут —
Ҫӗр чӗтретсе асамлӑн тухрӗҫ
Уҫланкӑна ик юланут.
Кураҫ: выртать ҫын тӑсӑлса...
«Ӗлкӗреймен...» — Ваҫлей пуҫ тайрӗ,
Ним шарламасть хӗр — хытнӑ.
Кайрӗ Чечекӗн чунӗ касӑлса.
Барон умне вӑл чӗркуҫленчӗ,
Чуптурӗ сивӗ аллине.
«Ах, пурнӑҫ вӑхӑтсӑр вӗҫленчӗ,
Курмасӑр Турӑ халалне».

Хӗмленнӗ алӑсен ӑшши
Самантлӑх чӗрӗлӗх-мӗн пачӗ —
Кӑшт тӑчӗ пурнӑҫ ылмашши,
Баронӑн ҫиҫрӗ сӑн-сӑпачӗ.
Вӑл халь ҫумра кам пуррине
Куҫне уҫмасӑрах ӑнланчӗ.
Ҫав самантра чӗри шуйханчӗ,
Кӑтартрӗ чунӗ тулнине:
«Ку юлашки... аран тухать...»
Чӗри тапать, яр уҫӑ ӑсӗ.
Миҫе самант ӑна вӑл тӑсӗ?
...Тӗтреленет ӑн — аташать.

Хускалчӗ шур тути баронӑн,
Вӑл тем каласшӑн, курӑнать.
Темле тӗп шухӑш пур-тӑр унӑн,
Анчах сӑмахӗ такӑнать.
«Чечекӗм, — тет вӑл, — ан ҫиллен...
Сана эп шанчӑксӑр юратнӑ.
Сана сӑхасшӑнччӗ ҫӗлен...
Асра тыт, ун чунне хуратнӑ...
Чечек, эс пысӑк ҫын, эс ятлӑ,
Анчах та хӑтсӑр самани —
Ҫак вӑхӑтшӑн ытла хӑватлӑ
Ҫав, пӗлӗт уйӑрса пани...»

Барон, барон, нихҫан каймарӑн
Таҫта пулсан та ман асран.
Ыр кунсенче тӗл пулаймарӑм...
Мана чухлатӑн-ши сасран?»
«Шел Гаврила... Чечек, итле...
Пӗлетӗп: тимлӗхӳ мӑкалмӗ;
Эс пурнӑҫна хакла, шитле —
Ӗмӗрсенче яту ҫухалмӗ.
Ҫак халӑхшӑн ҫулсем шуралӗҫ;
Куна вӗсемшӗн кӗрлеттер...
Эп ӗненетӗп, пӗл, ҫуралӗҫ
Руссо, Де-Арк, Дидро, Вольтер...»

Барон ӗмӗрлӗхе лӑпланчӗ, —
Ним те ан кӗт текех унран, —
Вӑрман хыҫне хӗвел, ак, анчӗ —
Паян пӗртен-пӗр секундант.
Чечек, денщик ытла салхуллӑн
Тӑраҫҫӗ халь пуҫа пӗксе.
Эс пурӑнтӑн та кӑшт хӑюллӑн,
Халь ячӗҫ шырлана тӗксе».
Вӑрман, уҫланкӑ, хурлӑ хурӑн...
Шур уйӑх пӑхрӗ пӗшкӗнсе.
Барон выртать... Ах, темен курӑн:
Тӑрать ҫав хурӑн ӳкӗнсе.

«Тен, ку самантӑн сӑн-сӑпачӗ,
Юнра, тен, эрлӗк ахӑрни,
Тен, вӑхӑт тивӗҫлине пачӗ,
Асапшӑн пулчӗ тавӑрни?
Кам айӑплӑ, мӗн пулнӑ унӑн,
Ма татӑлчӗ ҫын хӗлӗхӗ?»
Вӗҫленчӗ юрӑ... Ав, баронӑн
Выртать юнланнӑ ҫӗлӗкӗ.
...Тӗн тӗшмӗшӗсенчен ытарчӗҫ,
Сумларӗҫ халӑх йӗркине.
Фон-Айсберга чыспа пытарчӗҫ
Хӗвел тухсассӑн — ирхине.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-11 12:20:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2578 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем